«Чăваш Улăпĕн ячĕ манăçмĕ нихçан!» ятпа уяв иртрĕ.

Апр 25, 2023
Поделиться...

175 çул каялла, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, чăваш çутлăхне çул уçнă Иван Яковлевич Яковлев çуралнă. Чăваш Республикин Аслă Президиумĕ 1992 çулхи ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче кăларнă йышăнупа Иван Яковлевич Яковлев çуралнă куна Чăваш чĕлхи тесе çирĕплетнĕ.
Çак паллă куна халалласа Шăхасан салинчи «Çеçпĕл» ăс-хакăлпа пултарулăх центрĕнче «Чăваш Улăпĕн ячĕ манăçмĕ нихçан!» ятпа уяв иртрĕ.
Уява ертсе пыракансем Татьяна Николаевăпа Наталия Антонова чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă пулнине палăртрĕç. Иван Яковлевич ячĕ чăваш халăхĕшĕн яланах хисеплĕ те чыслă пулнине, унăн чапĕ халăх хушшинче паянхи кун та иксĕлменни çинчен калаçрĕç. Чăвашсен çĕнĕ çырулăхне йĕркелени, кĕнекесем пичетлеме пуçлани, чăваш ачисем валли шкулсем уçни халăх кун-çулĕнче питех те пысăк пĕлтерĕшĕ пирки асăнса хăварчĕç.
Чăваш чĕлхи кунне тата Аслă Патриархăмăр 175 çул çитнине паллă тума Энтрияль, Вăтапуç, Карăклă, Уçырма, Пайкилт, Атнаш, Çеçпĕл вăтам шкулĕсен вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем килсе çитрĕç.
Шкул ачисем тăван халăха çутта кăларассишĕн аллă çул хушши вăй хунă И. Я. Яковлева, чăваш чĕлхине сума суса сăвă-юрă шăрантарчĕç. Чăвашăн çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ тесе каланă сăмахсене çирĕплетсе вăйă тата конкурссем иртрĕϛ. «Чăваш клавиатури» мастер-класс уява хутшăнакансемшĕн усăллă пулчĕ.
Канаш муниципаллă округăн ача-пăча ÿнер шкулне çÿрекен ачасен фольклор тата купăсçăсен ушкăнĕ хăйсен пултарулăхĕпе куракансене савăнтарчĕç. Шăхасанти «Хĕлхем» ача садне çÿрекен шăпăрлансем те сăвăпа тата ташăпа уява илем кÿчĕç.
Чи хаклă, чи юратнă, чи çывăх чĕлхе — чăваш чĕлхи, ăна суйлама та, сутăн илме те çук, кашни çыншăнах ашшĕ-амăш чĕлхи, тăван халăх историйĕ, йăли-йĕрки, юрри-ташши, юмах-халапĕ хаклă.
Чăваш чĕлхи ячĕпе пурте пĕр пулар!